Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Трактористка Ольга Плотникова

Ҫак кӑмӑллӑ та ырӑ чунлӑ хӗрарӑмпа калаҫма тытӑнсанах чуна канлӗ пулса каять, санпа юнашар ҫирӗп кӑмӑллӑ, хӑйӗн вӑйне шанакан ҫын тӑнине туятӑн. Шӑпах ҫак паха енсем пурнӑҫра питӗ кирлӗ те.

О. Плотникова Акатуйра Куславкка район пуҫлӑхӗпе И. Майоровпа юнашар.Куснарта пурӑнакан О. Плотникова ҫинчен, вӑл иртен пуҫласа каҫченех арҫынсемпе тан уйра тракторпа ӗҫлени пирки тахҫанах илтнӗччӗ-ха. Тракторпа ҫӳресси хӗрарӑм ӗҫӗ мар пулин те, хӗрарӑмсем те пӗтӗмпех, ҫав шутра тракторпа ӗҫлеме те пултарнине Ольга Петровна ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫӗр-шывӗпе паллӑ Прасковья Ангелина хӑй вӑхӑтӗнче хӗрарӑм-трактористкӑсен бригадине йӗркеленӗ чухне те нумайӑшӗ тӑрӑхласа кулнӑ вӗт. Каярахпа вара производствӑри пысӑк кӑтартусемшӗн вӑл Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне те тивӗҫнӗ.

— Ман хамӑн хӗрсене те техникӑна вӗрентес килетчӗ. Шкулта вӗреннӗ чухне арҫын ачасемпе пӗрле эпӗ те трактор ҫине лартӑм, — аса илет халӗ О. Плотникова. — Ун чухне хӗрсем ӳсентӑран ӳстерес ӗҫӗпе интересленчӗҫ, эпир вара виҫӗ хӗр-тантӑш трактор ӗҫне суйласа илтӗмӗр. Механикре манӑн тете В. Красков ӗҫлетчӗ. Вӑл та мана трактор ӗҫне пӑрахма ӳкӗтлерӗ. Анчах хам ҫине тӑнипе Куснарти вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ чухне аттестатпа пӗрле алла ҫак удостоверенине те илтӗм. 1976 ҫулхи ноябрӗн 11-мӗшӗнче мана «Аниш» совхозӑн иккӗмӗш уйрӑмӗн ылмаштаракан трактористне илчӗҫ.

Хӑйӗн пӗрремӗш тракторне Ольга Петровна халӗ те астӑвать: Т-16 ятлӑ пулнӑ вӑл. Районти Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗнче 1982 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче, Ҫатрӑк вӑрманӗнче иртнӗскерте, КПСС райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ П. Скворцов савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑна ҫӗнӗ «тимӗр лаша» уҫҫине пачӗ. Унччен маларах ӑна республикӑн тӗп хулине хӗрарӑм механизаторсен съездне чӗннӗччӗ.

— Ку вӑл 1982 ҫулхи мартра пулнӑччӗ. Пирӗн районтан унта Кунерте пурӑнакан Галина Кашаева та хутшӑннӑччӗ. Ҫак паллӑ кунччен эпир пӗр-пӗрне курман та. Ҫапах та районта трактористкӑсем виҫӗ хӗрарӑм пулнине пӗлнӗ. Виҫҫӗмӗшӗ «50 лет Октября» совхозри Галина Краснова пулнӑ. Ҫавӑнтан пуҫласа эпир Галина Петровнӑпа ҫывӑх туссем пулса тӑтӑмӑр, савӑнӑҫӗ те, хурлӑхӗ те пирӗн пӗрле, — каласа парать Ольга Петровна.

1978 ҫултан пуҫласа 1994 ҫулчченех О. Плотникова уй-хирте вӑй хунӑ. Вӑл нимӗнле ӗҫрен те ютшӑнса тӑман: сухаламалла тӑк — сухаланӑ, акмалла тӑк — акнӑ, выльӑх апатне те фермӑна турттарнӑ… Пӗтӗмпе кӑмӑлтӑн пурнӑҫланӑ. «Аниш» совхоз пӗтсен хӑмла ӗрчетекен «Байгуловский» совхозӑн 2-мӗш класлӑ трактористки пулса тӑнӑ. Тӑрӑшуллӑ хӗрарӑма район тата ял Совечӗн депутатне пӗрре ҫеҫ мар суйланӑ. Халӗ те, тивӗҫлӗ канура пулсан та, Ольга Петровна ял тӑрӑхӗн пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Хӑйсен урамӗн старости пулнӑ май вӑл тасалӑхпа йӗркелӗхе нумай тимлет. Ун патне канаш ыйтма та час-часах пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Куснар ялӗнче хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ те. Ҫавӑн пекех тӑватӑ ача амӑшӗ тата кӑтартуллӑ арӑм.

«Мӗн пур вӑй-халне, хӑнӑхӑвӗсене Ольга Петровна тӑван яла аталантарассишӗн, ҫамрӑк ӑрӑва воспитани парассишӗн хывнӑ, ҫавна май халӑхра пурӑннӑ ҫӗртех кирлӗ пулнӑ тесе каланине тӳрре кӑларнӑ», — палӑртса калать Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С. Утемов.

Ольга Петровнӑн мӑшӑрӗ Владимир Владимирович та, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ, ҫавӑн пекех хастар ҫын. Плотниковсен 6 гектар ҫӗр пур, унта вӗсем виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ. Техники те пур. Кӗҫӗн ывӑлӗ Степан та ашшӗ-амӑш ҫулӗпе кайнӑ. Часах вӑл автомеханик дипломне алла илмелле.

О. Плотникова ӗҫчен те тӗллевлӗ ҫын пулнине унӑн наградисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Кунта Хисеп грамотисем, Тав ҫырӑвӗсем, социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫин дипломӗсем чылай. Нумай пулмасть вара акӑ тата тепри хушӑнчӗ: Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн решенийӗпе Ольга Петровна Плотникова «Куславкка районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫрӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-06-14 17:37:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1981 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем